Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.0 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ӗҫ вырӑнӗсем

Культура
vk.com/andreipopof сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/andreipopof сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн илемлӗх ертӳҫине палӑртакан конкурс иртнӗ. Ӑна раштав уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пӗтӗмлетнӗ. Илемлӗх ертӳҫин пуканне асӑннӑ театрта директорта ӗҫлекен Андрей Попов йышӑннӑ.

«Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра пӗлтерни тӑрӑх хакласан, илемлӗх ертӳҫи пулма пурӗ 5 ҫын ӗмӗтленнӗ. Конкурса хутшӑннисем — ятарлӑ професси пӗлӗвӗллӗскерсем, унсӑр пуҫне тӗп режиссёрта (дирижерта, балетмейстерта) виҫӗ ҫултан кая мар тӑрӑшнӑскерсем. Конкурс комиссийӗ пултарулӑх енчен Пермьри Андрей Попова ҫитекен ҫуках тесе пӗтӗмлетнӗ.

 

Политика

Ҫӗрпӳ районӗнчи Иккӗмӗш Вӑрманкас ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлама 21 ҫулти Мария Ивановӑна шаннӑ.

Мария 2020 ҫулта Шупашкарти электромеханика колледжӗнчен "ЧПУ станокӗсен операторӗ" специальноҫпе вӗренсе тухнӑ. Вӑл И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче "Физика вӗрентӗвӗн методики" специальноҫпе хатӗрленнӗ. Халӗ Мускав политехника университечӗн Шупашкарти филиалӗнче "Техника системинчи управлени" специальноҫпе 3-мӗш курсра вӗренет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/83580
 

Политика
Шупашкра хула администрацийӗ сӑнӳкерчӗкӗ
Шупашкра хула администрацийӗ сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн заместителӗ пулма Алёна Александринӑна ҫирӗплетнӗ.

Алёна Васильевна унччен Шупашкар хула администрацийӗн Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗнче финанспа экономика пайне ертсе пынӑ. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх отраслӗнче ҫав хӗрарӑм 20 ҫул ытла тӑрӑшнӑ.

 

Республикӑра
Александр Рыбаков. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Александр Рыбаков. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре Усламҫӑсен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑя Александр Рыбакова тухӑҫлӑ тӑрӑшнӑшӑн Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеп грамотипе чыслама йышӑннӑ. Парламент президиумӗ ун пек йышӑнӑва чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ.

Аса илтерер: кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Александр Рыбаковӑн ӗҫ вӑхӑчӗ тухнӑччӗ. Ӑна ҫав кунах ӗҫре тепӗр хутчен ҫирӗплетнӗччӗ. Бизнес-омбудсмен пулса ҫав ҫын 2017 ҫултанпа тӑрӑшать.

 

Политика

ЧР цифра министрӗ Кристина Майнина ӗҫрен кайни пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Олег Николаев Элтепер ун вырӑнне хальлӗхе урӑх ҫынна палӑртнӑ. Министр тивӗҫӗсене Екатерина Грабко пурнӑҫлӗ.

Вӑл 2019 ҫулхи пуш уйӑхӗнченпе министр ҫумӗ пулнӑ. Унччен И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӗҫленӗ.

Аса илтерер: Кристина Майнина министрта 2021 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ. Кӑҫал чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче хӑйӗн ирӗкӗпе ӗҫрен кайнӑ.

 

Политика
Екатерина Кузьмина. minec.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Екатерина Кузьмина. minec.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫак эрнере республикӑн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумне Екатерина Кузьминана ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва республика ертӳҫи Олег Николаев чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

«Чувашинформ.рф» порталта пӗлтернӗ тӑрӑх, Екатерина Кузьмина министр заместителӗ пулса 3 ҫул ытларах ӗҫленӗ – ку должноҫре вӑл 2019 ҫулхи юпа уйӑхӗнченпе тӑрӑшнӑ.

Вӑл малашне те министерствӑрах ӗҫлӗ, анчах приватизаци пайӗн пуҫлӑхӗн пуканне йышӑннӑ.

 

Политика
digital.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
digital.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрне Кристина Майнинана ӗҫрен кӑларнӑ.

Республика Элтеперӗн Олег Николаевӑн хушӑвӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, министра РФ Ӗҫ кодексӗн 77-мӗш статйин 3-мӗш пункчӗпе килӗшӳллӗн ӗҫрен хӑтарнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, ҫын хӑй ӗҫрен каяс шухӑш тытнӑ.

Коми Республикинчен Чӑваш Ене куҫса килнӗ Кристина Майнинана министр тивӗҫне пурнӑҫлама пӗлтӗрхи кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗччӗ.

 

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Элӗк муниципалитет округне ертсе пыракан ҫынна суйланӑ. Вӑл - отставкӑри судья Сергей Морозов. Ӑна депутатсем суйланӑ.

Ҫӗнӗ пуҫлӑх чи малтан районти демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатма, усӑ курман ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртме, вырӑнти ҫулсене юсама палӑртнӑ.

Сергей Морозов, 1981 ҫулта ҫуралнӑскер, 2012-2021 ҫулсенче Чулхула облаҫӗнче судьяра ӗҫленӗ. Унччен маларах, 2011 ҫулта, Шупашкар районӗн судйин пулӑшуҫи пулнӑ.

 

Политика
vk.com/wall712966124_382 страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк
vk.com/wall712966124_382 страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Хальхи вӑхӑтра муниципалитет округӗсен (вӗсене йӗркеленӗ хыҫҫӑн ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем пулмӗҫ, вырӑнсенче специалистсем ҫеҫ тӑрса юлӗҫ) пуҫлӑхӗсене суйлас ӗҫ малалла пырать.

Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, ав, Патӑрьел муниципалитет округне ертсе пыма Рудольф Селиванова суйланӑ.

Вырӑнтисем хыпарланӑ тӑрӑх, депутатсем Рудольф Васильевичшӑн пӗр шухӑшлӑн пулса сасӑланӑ.

Патӑрьел районне Рудольф Селиванов 2016 ҫулхи чӳк уйӑхӗнченпе ертсе пырать. Ҫак йӗркесен авторне унпа темиҫе интервью та хатӗрлеме тивнӗччӗ. Вӑл яланах чӑн чӑвашла калаҫать, интервью та унпа хатӗрлеме ҫӑмӑл. «Кирек епле ӗҫре те хам тавра ӑслӑ-тӑнлӑ, вӑйлӑ ҫынсене пухма тӑрӑшнӑ. Унсӑрӑн аталану пулмасть», — тенӗччӗ вӑл 2016 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчи калаҫура.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall712966124_382
 

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ. Махмаджон Холипов - сулахайра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ. Махмаджон Холипов - сулахайра

ЧР Патшалӑх Канашӗн председательне Леонид Черкесова Махмаджон Бахтиёрович Холиков пулӑшса пырӗ. Махмаджон - ЧР ҫар комиссарӗн Бахтёр Холиковӑн ывӑлӗ. Вӑл 24 ҫулта.

Махмаджон унччен регионти Культура министерствин этноконфессиллӗ хутшӑнусен пайӗнче тӗп специалист-экспертра ӗҫленӗ. 2016 ҫулта Шупашкарти 10-мӗш шкултан вӗренсе тухсан Мускава Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен патшалӑх академи университечӗн политологи факультетне ӑс пухма кӗнӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 24, 25, 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, [34], 35, 36, 37, 38, 39, 40, 41, 42, 43, 44, ... 135
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере хӑнана чӗнсен ан хирӗҫлӗр: усӑллӑ паллашусем пулӗҫ, ҫӗнӗ шанчӑклӑ туссем тупатӑр. Пуҫри шухӑшсене йӗркене кӗртме ан та тӑрӑшӑр — усси пулмӗ, кӑмӑл кӑна пӑсӑлӗ. Лайӑх хыпар пӗлме пултаратӑр е кӑмӑллӑ тӗлпулу пулӗ.

Утӑ, 25

1913
113
Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1925
101
«Сунтал» журналӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1943
83
Сваев Владимир Ильич, экономист, Чӗмпӗр облаҫӗн чӑвашӗсене ертсе пынӑскер (хх–2016) ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть